Канаш районӗнче пӗр уйӑхри ачка пиҫсе кайнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килмен.
Пӑтӑрмаха паян иртнӗ ЧР Министрсен кабинечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Инкек пирки республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх инкек ытларикун Мӑкӑр ялӗнче пулнӑ. Йӗркеллӗ ҫемьере. Ҫемьере икӗ пӗчӗк ача иккен. Кил хуҫи арҫынни ӗҫлет, арӑмӗ ачасемпе ларать.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хӗрарӑм пӗчӗк пепкине икӗ ҫулти ачипе пӳртре хӑварнӑ. Урама вӑл самантлӑха ҫеҫ тухса кӗнӗ-мӗн. Пӳрте кӗнӗ вӑхӑтра кӗҫӗннин сӑпки ҫунма пуҫланӑ. Ӳчӗ пиҫсе кайнӑ ачана пульницӑна васкавлӑн илсе кайни те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май паман.
Кӑҫал пирӗн республикӑра тулаш сӑлтава пула 30 ача вилнӗ.
Канаш районӗнче нумаях пулмасть 4 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Иртнӗ эрнере Маяк, Ушанар, Вӑрӑмпуҫ, Тури Юнтапа ялӗсенче ҫӗнӗ ФАПсем алӑкӗсене уҫнӑ.
ФАПсене хальхи йышши медицина оборудованийӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унта сусӑр ҫынсемпе те кӳмепе кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ: пандус пур. ФАПра медицина процедурисем, вакцинаци, профилактика мероприятийӗсем тума пулать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Елчӗк тата Комсомольски районӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «Лада-2114» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискер суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫын пулнӑ иккен.
Ҫак аҫын унччен те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн ҫакланнӑ. Ӑна куншӑн явап тыттарнӑ. Халӗ те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫыннӑн явап тытма тиветех: следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те Канаш районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫак ялтах пурӑннӑ арҫын виллине тупнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӑл 47 ҫулта пулнӑ.
Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчех тупнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, ӑна пӑвса вӗлерме пултарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Аса илтерсе хӑварар: нумаях пулмасть Шупашкарта Николаев урамӗнчи пӗр ҫурт фасадне ҫӗнетнӗ чухне 30 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, А-151 автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Салонри ҫичӗ пассажир шар курнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ, сурансем пур. «Маздӑри» — икӗ аслӑ ӑрури ҫын тата ача шар курнӑ, «Лада Калинӑн» водителӗ тата виҫӗ пассажирӗ аманнӑ.
Авари Канаш районӗнчи Энтриял ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» хӑрушсӑрлӑх дистанцине пӑхӑнман, «Киа Рио» машинӑпа ҫапӑннӑ. Унтан «Лада» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫинелле тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнче автобуссене тӗрӗслес тӗллевпе ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсем ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсемпе пӗрле рейда тухнӑ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, икӗ автобус «Заказной» тесе ҫыпӑҫтарнӑ наклейкӑпа пассажирсене унчченхи маршрутпах илсе ҫӳренӗ. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса пассажирсенчен ҫул укҫи илнӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн пӗтӗм материалсене тӗрӗслев органӗсене тивӗҫлӗ йышӑнусем тума ярса панӑ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енри ача пахчисемпе хушма пӗлӳ паракан учрежденисене тӗрӗсленӗ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.
Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев планпа пӑхса хӑварнӑскер пулнӑ.
Специалистсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитнӗ, лицензипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗрӗсленӗ.
Инспекторсем пулнӑ мӗнпур объектран 12-шӗнче (46,2%) кӑлтӑк та тупӑнман тесе ӗнентерет ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви.
Цифрӑсен чӗлхипех каласан, ҫакна та палӑртмалла: тӗрӗслеве 18 ача пахчинче, хушма пӗлӳ паракан 7 учрежденире тата професси пӗлӗвӗ паракан 1 организацире йӗркеленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери лесничествӑра Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх вӑрман пушарнӑйӗ» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Ку ята илессишӗн 19 ҫын кӗрешнӗ.
Пушарнӑйсем хӑйсен пултарулӑхне, ӗҫри вӑр-варлӑхне кӑтартнӑ. Чи лайӑххи кам пулнӑ-ха? Ҫӗмӗрле лесничествин пушар автомобилӗн водителӗ Виталий Вдовин. Иккӗмӗш вырӑна Канаш лесничествин вӑрман ӑсти Дмитрий Рипанов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ участок лесничествин Сӑнав лесничествин участок пуҫлӑхӗ Александр Егоров тухнӑ.
Ҫӗнтерерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчпа хӳтӗлӗ. Конкурс Мускав облаҫӗнче иртӗ.
Анаткас ялӗ ӗнер, утӑн 13-мӗшӗнче, пӗтӗм ял халӑхне пухса ял кунне ирттернӗ. Сӑлтавӗ вара — яла никӗсленӗренпе 260 ҫул ҫитни. Ял кунне тӗплӗн хатӗрленни уяв лаптӑкне ҫитсенех паллӑ пулчӗ — йывӑҫран касса кӑларнӑ тӗрлӗ эрешсемпе илемлетнӗ. «Пирӗн ялӑн ҫыннисем ылтӑн алӑллӑ вӗсем» курав та ялта ӑстасем сахал маррине кӑтартрӗ. Унсӑр пуҫне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх урам картишӗсене йӗркеленӗ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем валли лапамсем хатӗрленӗ — кире йӑтакансем валли те, воллейболла вылякансем валли те, ҫытарпа ҫапӑҫма кӑмӑллакансем валли те. Чуччу вара ҫак кун пӗрре те пушӑ тӑмарӗ.
Уяв уйрӑмах культура программипе пуян пулчӗ. Халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе фольклор ушкӑнӗсем те, Шупашкартан чӗнсе илнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем те, Ямаш шкул ачисем те самаях савӑнтарчӗҫ.
Ял уявӗсенче хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысласси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ — анаткассем те ӑна пӑсмарӗҫ. Вырӑнти Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те, Канаш районӗнчен ҫитнӗ тӳре-шара та ял халӑхне хисеп хучӗсем парса вӗсен ӗҫӗсене чыс турӗҫ.
Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлчӗ — уява официаллӑ май хупнӑ хыҫҫӑн ачасемпе яшсем ҫӗрлечченех воллеболла вылярӗҫ, дискотекӑра савӑнчӗҫ.
Чӑваш Ен спортсменки Испанире иртнӗ пӗтӗм тӗнче турнирӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Мадрид хулинче утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ.
Спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫме 24 ҫӗршыври 300 ытла спортсмен пухӑннӑ. Спортсменсем виҫӗ енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ: ирӗклӗ, грек-рим, хӗрарӑмсен. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 6 ылтӑн тата 3 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ Вероника Чумикова та пухмача медальпе пуянлатнӑ. Вӑл 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Индири Дханду Пооха спортсменкӑпа вӑй виҫнӗ, ӑна ҫӗнсе ылтӑн медаль илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.